| 7523 | Кӗнеке — этемлӗхӗн чи пысӑк пуянлӑхӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7521 | Кӗнеке ӗҫре пулӑшать, инкекрен хӑтарать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7522 | Кӗнеке пурне те пӗлет. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7524 | Кӗнекепе туслашсан ӑслӑлӑх пухан. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7525 | Кӗпе тӳми лартма пӗлмест, Кӗркурие куҫ хӗсет. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7526 | Кулма пӗлекенсем ватӑлма пӗлмен теҫҫӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7527 | Лайӑх вӗренекен ачана пурӑнма та аван. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7528 | Лара-тӑма пӗлмен майра кутне шӑрпӑк кӗнӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7529 | Лара-тӑра пӗлмен ҫынна паллӑ килнӗ теҫҫӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7530 | Ларма пӗлмен Лариван сикнӗ тӑнӑ, ҫупкӑ ҫинӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7531 | Май пӗлекен ҫу ҫинӗ тет. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7532 | Май пӗлмесӗр майрана та юраймӑн. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7533 | Майла пӗлни майрана та килӗшет. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7534 | Майлама пӗлсен пурнӑҫ майлашать вӑл. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7535 | Майне пӗлекен ҫиелте, майне пӗлмен аялта. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7536 | Майне пӗлекен тем те майлаштарать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7537 | Майне пӗлмесӗр маймӑла та тытма ҫук. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7538 | Майне пӗлсе авсан ҫӑка шанки те авӑнать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7539 | Майне пӗлсе тӗкӗшсен мӑйрака та хуҫӑлмасть. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7540 | Майне пӗлсен ӗҫ пулать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7541 | Майсӑр ҫынна кушак пӑхма та юраман. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7543 | Ним пӗлмен ҫынна шыв та эрех. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7544 | Ним пӗлмесен те умри ӗҫне пӗл. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7542 | Нумай вӗренни мар — тавҫӑрулли кирлӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7545 | Нумай пӗлсен час ватӑлать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7546 | Патак такама та тем тума та вӗрентнӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7548 | Пеме пӗлмен ал туйи хӑйне ҫаврӑнса тивнӗ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7549 | Пӗле тӑран ҫынна сӑмах килӗшет. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7550 | Пӗлекен ӗҫ тӑвать, пӗлменни пуҫ хыҫать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7551 | Пӗлекен ӗҫ тӑвать, пӗлменни чӗҫ тӑвать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7552 | Пӗлекен пӗлӗм тупать, пӗлменнин сӗлеке юхать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7553 | Пӗлекен пуплетӗр, пӗлменни итлетӗр. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7554 | Пӗлекен тӑвать, шыракан тупать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7555 | Пӗлекен ту тӑррине улӑхать, пӗлменни ту айӗнче тӑрать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7556 | Пӗлекен ыр курать, пӗлменни хӗн курать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7557 | Пӗлекене вӗрентиччен пите кӗҫҫе ҫӗле. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7558 | Пӗлекене пӗр ҫул, пӗлмене ҫӗр ҫул. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7559 | Пӗлекенрен ыйтма лайӑх, параканран илме лайӑх. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7560 | Пӗлес текен пӗлетех. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7561 | Пӗлес тесен ыйтас та пулать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7562 | Пӗлӗм — кӗрекере, пӗлӳ — кӗнекере. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7563 | Пӗлӗм пӗҫерме те пӗлес пулать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7564 | Пӗлӗнми ӗҫе пӗлме панӑ. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7565 | Пӗлме ҫуккине пӗлеймӗн. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7566 | Пӗлмен ал-ура ӗҫе пӑсать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7567 | Пӗлмен ашшӗнчен ыйтсассӑн ывӑлӗ те нимӗн пӗлмест. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7568 | Пӗлмен выртать, пӗлекен чупать. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7569 | Пӗлмен ӗҫе ан пуҫӑн. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7570 | Пӗлмен ӗҫе пуҫӑниччен пӗлекенпе канашла. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |
| 7571 | Пӗлмен ӗҫпе ан пӑхлан. | Пӗлӳ — Пӗлменлӗх |